Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015гг.» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Вунӑ ҫул ытла ирттерекен ӑмӑртура чи вулакан кӗнеке ята тивӗҫессишӗн чӑвашла тата вырӑсла 337 хайлав ӑнтӑлнӑ. Наци вулавӑшӗн йӗркелӳ комитетне 20 районпа 4 хулари вулавӑшсем 110 ӗҫ тӑратнӑ. Чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнекесене палӑртма 83 пин те 22 сасӑ пухнине ӗнентереҫҫӗ. Ӗҫсене филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев ертсе пыракан тӳресен ушкӑнӗ хакланӑ.
Чӑвашла прозӑлла хайлавсенчен чи вулакан кӗнеке ята Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» (2014 ҫулпа) та Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» (2015 ҫулпа) тивӗҫнӗ. «Хальхи вӑхӑтри проза» номинацире 2015 ҫулта Станислав Отрывановӑн «Чужие на своей земле» ҫӗнтернӗ.
Поэзи жанрлиссенчен Валентина Тараватӑн «Распахнутое сердце» (2014 ҫ.) тата Лидия Филиппован «Пульсация — Чун таппи» ҫӗнтернӗ.
«Ачалӑх асамачӗ» номинацире Светлана Гордееван «Корзинка с грибами = Карҫинккари кӑмпасем» (2014 ҫ.) тата Лев Кадкинӑн «Воробьиный юг — Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» (2015 ҫ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Василий Никифорович Спиридонов — Эрченешӗн (1922–1975) «Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр» кӗнекин хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене автор 1937–1974 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем тата «Иккӗмӗш тӗлпулу» калав кӗнӗ.
Василий Эрченеш Канашри педагогика училищинчен, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, нумай вӑхӑт хушши Паньтӑкри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ, директор ҫумӗ тата директор пулса ӗҫленӗ. Ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑн иккӗмӗш степенлӗ орденӗпе тата «За отвагу» медаль парса чысланӑ.
Кӗнеке алҫырӑвӗ 40 ҫул кӗнекен тухасса кӗтсе выртнӑ. Ӑна Зоя Сергеевна Спиридонова — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, сӑвӑҫ, юрӑҫ тата композитор — поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ.
Хӑтлава Василий Эрченешӗн ҫывӑх тӑванӗсем, вӑл вӗрентнӗ вӗренекенсем,пӗрле ӗҫленӗ учительсем, Хӗрлӗ Чутай райадминистаци элчисем хутшӑнчӗҫ, поэт пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ. Пухӑннисене Эльвира Яковлева ертсе пыракан Ҫӗньял ансамблӗ юрӑ-ташӑ парнелерӗ.
Наци вулавӑшӗ кино ӳнерне юратакансене фильм пӑхма чӗнет. Унта Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери IX кинофестивальпе килӗшӳллӗн фильмсем кӑтартӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 23–28-мӗшӗсенче иртӗ.
Ҫу уйӑхӗн 24–27-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗн акт залӗнче документлӑ тата илемлӗ фильмсем кӑтартӗҫ. Вӗсем конкурса хутшӑнаҫҫӗ.
Фильма курма ҫеҫ мар, ӑна хакланӑ ҫӗре те хутшӑнма май пур. Залра жюри те ларӗ: Эльга Лындина кинодраматург, Сергей Фетисов актер, Лидия Петрейкина «Чӑваш Ен» ПТРКн тӗп режиссерӗ.
Куракансем умне кунсерен Алтай, Пушкӑртстан, Бурят, Кабарда-Балкар, Тутарстан, Чечня, Якут тата Волгоград облаҫӗн киностудийӗсем хатӗрленӗ фильмсене кӑларӗҫ.
Кунсӑр пуҫне кашни кун документлӑ фильмсем кӑтартӗҫ: «Эткер» (Владимир Галошев), «Отсюда — к родному дому» (Андрей Спиридонов), «История Великого Народа» (Юрий Сергеев), «Шесть дней» (Григорий Златогоров), «Она была актрисою» (Сергей Лобода), «Металлическая струна» (Антон Николаев).
Наци вулавашӗнче Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Чи пысӑк проектсенчен пӗри — «XX-XXI ӗмӗрсенчи вырӑс тата чӑваш литературинчи ӗҫ ҫынни» уҫӑ лекцисен ярӑмӗ.
Нумаях пулмасть чӑваш поэзийӗнче ӗҫ ҫынни мӗнле пӗлтерӗш йышӑнни пирки лекци пулнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова чӑваш поэчӗсен сӑввисене тишкернӗ. Ольга Владимировна хӑйӗн докладӗнче ӗҫ ҫыннин кӑмӑлне те палӑртнӑ: вӑл — ӗҫчен, вӑйлӑ, юрласа ӗҫлет, хӑйӗн ӗҫне юратать, алли ылтӑн. Чылай поэтӑн сӑввинче ҫакнашкал тӗслӗх нумай тӗл пулать.
Поэтсем ытларах тракторист, доярка, кӗтӳҫӗ, платник, вӗрентекен пирки ҫараҫҫӗ. Ӗҫ ҫыннин сӑнарӗ Николай Полоруссов-Шелепин хайлавӗсенче те тӗл пулать.
Унтан «Николай Шелепи — Чӑвашри пӗрремӗш поэт» каҫ иртнӗ. Ӑна вӑл ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Софронова халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Студентсем икӗ мероприятие те хаваспах хутшӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртмелле. Кун пирки республикӑн Культура министерстви хыпарлать. Наци вулавӑшӗнчи пултарулӑх каҫне поэтӑн 55 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Культура министерстви Валерий Туркай ятне республика тулашӗнче те пӗлнине каланӑ май ӑна Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Мари Элте, Мӑкшӑ Республикинче тата ытти регионта кӑна мар, ҫӗршыв тулашӗнче те юратнине тата сума сунине пӗлтерет.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене вӑл унти район хаҫатӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Унӑн сӑвӑ пуххисен хушшинче — «Ҫӑлкуҫ ҫути», «Шурӑ фарфӑр чашӑкӗ», «Турӑ питӗнчи куҫҫуль», «Пурӑнатпӑр-ха!» тата ыттисем. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче унӑн пьеси тӑрӑх «Телейпе юнашар», Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Каҫар мана», «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ?» спектакльсем лартнӑ.
Красноармейски район хӗрӗ сӑвӑ хитре вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ республикӑри конкурсӗнче 1 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Кун пек ӑмӑртӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ йӗркелет. Конкурсӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрне республикӑн Наци вулавӑшӗнче пухнӑ.
Пилӗк сехете пынӑ пултарулӑх марафонӗнче конкурсҫӑсем чӑвашла та, вырӑсла та вуланӑ. Вӗсене Вера Кузьмина хай, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Юрий Сементер, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗсем Анна Кутузова, Иван Иванов, Светлана Михайлова, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Ильина-Зайцева, Геннадий Кириллов, Елена Хорькова, Владимир Григорьев, Светлана Асамат, Марина Карягина, Любовь Шашкина поэтсем хакланӑ. Красноармейскинчи Культура ҫуртӗнчи «Хунав» пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекен Анастасия Козлова, акӑ, Петӗр Хусанкайӑн «Алран кайми аки-сухи» сӑввине вуласа 1 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Вера Кузьмина хӑй чысланӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӗҫ.
Чыслакансен йышӗнче Михайловкӑри тӗп шкул директорӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев, ЧНК Президиум пайташӗ Геронтий Никифоров, Наци радиовӗн ӗҫтешӗ Олег Прокопьев, Наци радиовӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен пай редакторӗ Алина Герасимова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗпчевҫи Ирина Софронова, ача-пӑча хайлавӗсен ҫыравҫи, «Капкӑн» журналӑн тӗп редакторӗ Николай Ишентей, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников пулчӗҫ. Вӗсем конкурс пирки кӗскен каласа пачӗҫ, хаклав ӗҫӗ епле иртни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Тӗслӗхрен, Владимир Андреев ҫак конкурс мӗнле ҫурални пирки каласа пачӗ.
Мероприятие пухӑннӑ ачасем конкурсра каланӑ сӑвӑсене каласа пачӗҫ. Аслисем те вӗсенчен юлмарӗҫ — темиҫе юрӑ та юрласа пачӗҫ. Чыслав вӑхӑтӗнчи тӑхтавсенче пухӑннисене «Ҫиларман» ушкӑнӗн хастарӗ Александр Никифоров тӗрлӗ фокуссемпе савӑнтарчӗ.
Чыслав вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле тӑрса пӗрлехи сӑн ӳкерӗнчӗҫ.
Аса илтеретпӗр, «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурса Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, «Шкул ТВ» видеоканал, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттернӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Владимир Милютинӑн черетлӗ кӗнекине — «Вӑйӑра» ятлине — хӑтларӗҫ. Ку кӗнеке пичетрен кӑҫал тухрӗ. Унта «Вӑйӑра» ташӑна лартма вӗрентнӗ. «Вӑйӑра» — ҫамрӑксене, курма килнӗ ҫынсене халалланӑ уяв ташши, ташӑ тутрипе тата чечекпе саламлани. Владимир Милютин шухӑшӗпе ҫак ташӑпа культура мероприятине уҫма пулать. Кӗнекепе пӗрле аудио диск пырать, унта ташӑ хусканӑвӗсене ӑнланма тата уйрӑммӑн ташӑ кӗввине тупма пулать.
Кӗнеке хӑтлавне вулавӑш ӗҫченӗ Тимофеева Ольга Николаевна ертсе пычӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче Виталий Станьял, Станислав Отрыванов, Праски Витти (кӗнеке хуплашкине хатӗрлекенӗ), Геннадий Дегтярёв, Владимир Степанов, ташӑ вӗрентекенсем тата ыттисем пулчӗҫ. Ташӑ ӑсталӑхӗпе пысӑкрах та сумлӑрах кӗнеке кӑларма вӑхӑт ҫитни пирки каларӗҫ. Ҫӑвӑн пекех чӑваш халӑхне сӑнлама пултаракан пӗр-пӗр ташша суйлама сӗнчӗҫ. Пухӑннисем ҫак ташӑ тапӑртатакан евӗрри пулмалли пирки каларӗҫ, унран вӑй-хӑват тапса тӑраканни пулмалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Кӗнеке хӑтлавне пухӑннисем ӑна лайӑх хак пачӗҫ. Автор ӗҫне ырларӗҫ, чечексемпе, хисеп хучӗпе тата медальпе чысларӗҫ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртрӗ. Ҫулсерен йӗркеленекен акцие Чӑваш Ен те яланхи пекех хастар хутшӑнчӗ.
Кӑҫал диктанта 500 яхӑн ҫын хутшӑнса пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: ӑна Шупашкарта тӑватӑ ҫӗрте ҫыртарнӑ: И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче. ЧПУра диктанта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова вуланӑ.
Чӑваш Енре 500 яхӑн ҫынран иккӗшӗ диктанта «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Ытти паллӑсем пирки каламаҫҫӗ. Кӑҫал текста Андрей Усачев ҫыравҫӑ хатӗрленӗ. Вӑл «Этот древний-древний мир» ятлӑ пулнӑ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул диктанта ҫичӗ ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |